Ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Исландире пулса иртнӗ пулӑм Европӑри чылай вӗҫев компанийӗн тупӑшне чакарнӑ тесен те суя пулмӗ. Ку пӑтӑрмах икӗ кун каялла пуҫланнӑ пулин те сиенӗ паянхи кун кӑна палӑрма пуҫланӑ.
Сӑлтавӗ вара пӗчӗкех мар — Эяхятлайкутӑль (выр. Эйяфьятлайокудль) пӑрлӑх айӑнчи вулкан. Мӗнпе сиен кӳрет-ши ҫак ятсӑр пӑр айӗнчи хӑват? Исландире, паллах, сиенӗ пысӑкрах — вӑл кӑларакан лавӑ пӑрлӑха ирӗлтерет, шывӗ вара айлӑмри ялсене путарма пултарать. Патшалӑх уйӗсем, тавралӑх, ҫыннисем инкек тӳсеҫҫӗ. Европӑна ку вулкан вут-ҫулӑмран тухнӑ кӗлӗпе сиен кӳрет. Ӑна пула чылай вӗҫев компанийӗ хӑйсен авиарейсӗсене пӑрахӑҫланӑ, тепӗр вӑхӑта куҫарнӑ. Усламҫӑсем, ҫулҫӳревҫӗсем, ахаль ҫынсем ҫитес вырӑна лекеймеҫҫӗ — самолётсене ҫул парасса кӗтеҫҫӗ.
Ӗнер, акан 15-мӗшӗнче вулкан кӗлӗ Аслӑ Британи ҫӗрне ҫеҫ кансӗрленӗ пулсан, паян вӑл Раҫҫей патне те ҫитнӗ. Калининградри «Храбово» ӗҫлемест, Мускавран тата Питӗртен Европӑна ҫитмелли рейсене пӑрахӑҫланӑ. Мурманска ҫитме палӑртнӑ В. Путинӑн та Мускаврах юлма тивнӗ — вулкан кӗлӗ ӑна та чӑрмав кӳнӗ.
Вулкан кӗлӗ хӑвӑрт лармасть, вӑл ҫӗре аниччен виҫӗ талӑк та иртме пултарать.
Паян каҫхине, ҫу уйӑхӗн пӗрремешӗнче, Китайра тӗнчери чи вӑрӑм кӗпере уҫӗҫ.
Кӗпере Ханчжоу кӳлмекӗ урлӑ хывнӑран ӑна кӳлмек ячӗпе калаҫҫӗ. Вӑл Шанхайпа Нинбо хулин промышленость пайне ҫыхантарӗ, тӑршшӗ — 36 ҫухрӑм. Lenta.Ru сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, енчен те Ла-Манш тинӗс пырӗнче ку кӗпере тӑвас шухӑш ҫуралнӑ пулсан ун тӑршшӗ Франципе Аслӑ Британине ҫыхӑнтарма ҫитӗччӗ.
Вӑрӑм кӗперсем Раҫҫейре те пур. Сӑмахран, Тутарстанра Чулман Атӑл урлӑ 14 ҫухрӑмлӑ кӗпер хывнӑ. Ӑна 2002 ҫул вӗҫӗнче хута янӑ.
Франци, АПШ тата Аслӑ Британи ПНОри хӳтлӗх канашӗн Сомали патӗнчи тата ытти ҫӗрсенчи вӑрӑ-хурахӗсемпе кӗрешмелли резолюци хатӗрлет. Ӑна вӑрӑ-хурахсем чарсӑрланса кайнине пула хатӗрлеме тытӑннӑ. Сӑмахран, юлашки виҫӗ эрне хушшинчех Сомали шывҫи вӑрӑ-хурахӗсем икӗ кимме тытса илнӗ, тата тепӗр ют ҫершыв киммине тупӑсенчен персе хӑратнӑ.
Резолюци тӑрӑх патшалӑхсем пӗрле ӗслекен хуралҫӑ ушкӑнӗсене тӑвӗҫ, вӗсем карапсемпе кимӗсене тытса иллесинчен хӳтӗлӗҫ.
Тӗнче шайӗнче апат-ҫимӗҫ ӳссех пырать. А ӗнер, ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, The Financial Times хаҫат тӗнче пасарӗнче пӗр тонна рис хакӗ пин доллартан иртни ҫинчен пӗлтерет. Рис хакӗ Вьетнам, Ӗнчӗ, Екипет, Китай тата Камбоджа патшалӑхсем рис экспортне чакарнине пула хӑпарнӑ. Finfacts хаҫат чи пысӑк хак Филиппинри торгра пулнине пӗлтерет — унти пӗр тонна рис хакӗ 1046 доллара ҫитнӗ. Апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерес тесе Филиппин правительстви ӑна тӗрлӗ торгсенче туянать, анчах та сутӑҫсем сутасшӑнах мар.
Bloomberg агентство пӗлтернӗ тӑрӑх рис хакӗ пилӗк кун ӳсет ӗнтӗ. Ҫавӑн пекех тулӑ хакӗ те хӑпарать — ку Раҫҫей, Касахстан патшалӑхсем экспорта чарнипе ҫыхӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Апат-ҫимӗҫ хакӗсем хӑпарни тӗнче экономикине самай пӑшӑрхантарать. Экономистсем «агрофляци» (ял хуҫалӑх инфляцийӗ) пирки те калаҫа пуҫланӑ — вӑл экономикӑна ӳсме чарнисӗр пуҫне тӗнчери лару-тӑрӑва та пӑсса яма пултарать. Сӑмахран Африкӑри темиҫе патшалӑхра пысӑк хаксене хирӗҫ забастовкӑсем иртнӗ. ПНО та ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче аталаннӑ патшалӑхсене ку ыйтӑва пӑхса тухма сӗннӗ.
Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Сана (Йемен тӗп хули) сучӗ сакӑр ҫулхи Йемен хӗрачине упӑшкинчен уйрӑлма ирӗк панӑ.
Ӗҫ-пуҫӗ ҫапла пулса иртнӗ. Икӗ уйӑх ҫурӑ каялла Нуют Мухамет Алине (Nojud Mohammed Ali) ашшӗ 28 ҫулхи Фаес Али Тамӑра (Faez Ali Thameur) качча панӑ пулнӑ. Хӗрачана мӑшӑрлану контрактне вӑйпа алӑ пустарнӑ хыҫҫӑн 18 ҫула ҫитиччен килӗнче пурӑнма ирӗк панӑ. Анчах та эрне иртсен ашшӗ ӑна килӗнчен хӑйӗн упӑшки патне хӑваласа янӑ. Нуют Мухамет Али пулса иртнипе килӗшмен пирки суда ӑна упӑшкинчен уйӑрма ыйтнӑ. Суд унпа килӗшнӗ, ашшӗн Фаеса ҫемье саланса кайнишӗн 250 доллар патнелле укҫа тӳлемелле пулӗ.
Качча кайнӑ вӑхӑтра Нуют иккӗмӗш класра вӗреннӗ. Упӑшкинчен уйрӑлнӑ хыҫҫӑн вӑл каллех шкула таврӑнӗ. Ку ӗҫ пулса иртнӗ хыҫҫӑн хӗрача ашшӗ килне таврӑнасшӑн мар, куккӑшӗ патӗнче пурӑнӗ.
Йемен саккунӗсем тӑрӑх хуть те миҫе ҫулхи ҫын та пӗрлешме пултарать. Нуют хӳтӗлевҫи (адвокачӗ) Шахти Нассӑр пӗлтернӗ тӑрӑх сакӑр ҫулхи хӗрачапа пулса иртни — час-часах тӗл пулакан пулӑм, вӑл ҫулхи хӗрачасене пинӗ-пинӗпе качча параҫҫӗ тет.
Гонконгра «Four seasons» (чӑв. Тӑватӑ вӑхӑт) ятлӑ паллӑ хӑна ҫурчӗ вырнаҫнӑ, унӑн ҫӳллӗшӗ — 46 хут. «Франс Пресс» хыпар агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх ӗнер, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, паллӑ «эрешмен-ҫын» Ален Робер ун ҫине ятарлӑ хатӗрсене усӑ курмасӑр хӑпарнӑ. Ҫӳле ҫитнӗ хыҫҫӑн, яланхи пекех, ӑна ярса тытнӑ. Ку хутӗнче ӑна полици мар, отель сыхлавҫисем ярса илнӗ — спортсмен вӗсемпе калаҫса татӑлман пулас.
Ултӑ ҫӑлтӑрлӑ «Four seasons» хӑна ҫурчӗ Гонконг варринче, финанс урамӗнче вырнаҫнӑ. Вӑл 46 хутран тӑрать, пӗтӗмӗшле ҫуллӗшӗ 206 метр. Ӑна 2005 ҫул вӗҫӗнче хута янӑ.
Fox News канал пӗлтернӗ тӑрӑх Колумбире Неватӑ Тел Уила ятлӑ вулкан ӗҫлеме пуҫланӑ, вырӑнти пуҫлӑхсем хӑрушӑ тапхӑр пуҫланни пирки пӗлтернӗ. Инкек-синкекрен хӑтарас тесе вырӑнта пурӑнакан чылай халӑха хӑруш вырӑнтан куҫарнӑ. Хальлӗхе ҫуртсем ишӗлни пирки хыпар тухман-ха.
Неватӑ Тел Уила — Колумбире вырнаҫнӑ чи ҫӳллӗ ӗҫлекен вулкан. Вӑл Пӑкӑтран (выр. Богота) 270 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Юлашки хут вут-хӗмне пӗлтер ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗрӗхтернӗ. Ун чухне вут-хӗм пӗрӗхнине пула Пайӗспа Симпула юханшывсем ҫырантан тухнӑ, кӗперсемпе ҫулсем ишӗлнӗ. Пӗлтӗр вӑл вӑхӑтра пурӗ 3,5 пин ҫын хӑйсен вырӑнне пӑрахса кайма тивнӗ.
Сахалин утравӗнче уйӑлта чӗлхиллӗ букварь тухӗ. Уйӑлта чӗлхи ҫӳхалма пуҫланӑ чӗлхесем шутне кӗрет. Ку халӑх шучӗ 350-360 ҫын патнелле шутланать пулсан, чӗлхине пӗлекенсен шучӗ 40 ҫын патнелле кӑна — вӗсем те ватӑ ҫынсем кӑна.
Букваре "Сахалин Энерджи" компани кӑларма пулӑшнӑ. Кӗнекен тиражӗ — 500 штук. Проекта РӐА чӗлхе пӗлӗвӗн институчӗ 1993 ҫултах хатӗрлеме пуҫланӑ. Авторсен ушкӑнӗн ертӳҫи — Хоккайдо университечӗн хисеплӗ профессорӗ Дзиро Икэгами. Букваре хатӗрленӗ чухне чӗлхене пӗлекен Елена Бибикова, Ирина Федяева, Любовь Китазима тата Минато Сирюко пулӑшнӑ.
Уйӑлта — Сахалин облаҫӗнче пурӑнакан халӑхсенчен пӗри. Вӗсен чӗлхи тунгус-маньчжур ушкӑнне кӗрет. Чӗлхе хальхи вӑхӑтчен ҫыруллӑхсӑр пулнӑ, вӑл чӗлхепе нимӗнле те литература, вӗренӳ кӗнеки те пичетленмен пулнӑ.
РБК сайтӗнчи «Боль Японии» статья
Тӗнчери калӑпӑшӗпе иккӗмӗш экономика халиччен те ура ҫине тӑраймасть – политикӑна пула.
Японин "ҫухатнӑ вунпӳлӗхӗн" ӗмӗлки АПШ-на та йӗрлесех пырать. Америкӑн хаплатнӑ ипотекӑ "супӑнь хӑмпин" хумӗсем халӗ те урӑх финансӑ пасарӗсенче туйӑнаҫҫӗ. Япунсен ипотекӑпа тӗплӗх "супӑнь хӑмпийӗ" 1990 ҫулта пӑчланнӑ, каялла тавӑрман ҫав тери нумай кредит пуххи тулса ҫитнӗ, вӗсен пӗтӗм сумми ҫӗршывӑн 1/5 ШПП таран шутланать. Экономика 12 ҫул иртсен ҫеҫ каллех ҫӗкленме тытӑнса, 2005 ҫул тӗлне ӗнтӗ, финансӑ хыпӑнӑвӗпе кивҫенлӗх дефляцийӗ (хаксем ӳкни) Японишӗн хыҫала юлаҫҫӗ. Ҫапах та ҫӗршывӑн паянхи номиналлӑ ШПП хӑйӗн 90-мӗш ҫулсенчи чи ҫӳллӗхне ҫитеймеҫҫӗ-ха.
Паллах, ҫав чухнехи Японипе хальхи АПШ хушшинчи пӗрпеклӗхсем пур, вӑл — финансӑ кризисӗ чӑн экономикӑна сиен кӳме пултарни. Ҫапах уйрӑмлӑхӗсем чылайрах.
Японири ӳсӗмӗ АПШ-ринчен ҫӳлерех кайнӑ пулнипе Японири рецесси те америкӑринчен калӑплӑрах шутланать. Тӗслӗхрен, тӗплӗх пасарӗ ӳкни. Хӑйӗн 1999 ҫулхи тӳпипе танлаштарсан S&P 500 америка индексӗ 8% кӑна ӳкет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |